Пур хыпар та
Новости
30 Мартӑн 2022, 15:30

2022 çулта регионти культура объекчĕсене юсĕç

Кăçал Октябрьскинчи юрă-кĕвĕ училищинче юсав ĕçĕсем вĕçленĕç. Çав вăхăтрах Мустай Карим ячĕллĕ çамрăксен наци театрне, Хусаин Ахметов ячĕллĕ Пушкăрт патшалăх филармонийĕн умне, «Нур» Тутар театрĕн тăррине çĕнетĕç. Çакăн пирки ПР Патшалăх Пухăвĕн-Курултайĕн ларăвĕнче республика премьер-министрĕ Андрей Назаров пĕлтернĕ.

2022 çулта регионти культура объекчĕсене юсĕç
2022 çулта регионти культура объекчĕсене юсĕç

2021 çулта юсав ĕçĕсем вĕçленнĕ хыççăн Сибай хулинчи филармони (Урал леш енчи концертпа театрăн чи пысăк объекчĕ) алăкĕсем уçăлнă. Унсăр пуçне Караидель районĕнче икĕ культура çурчĕ хăпартнă. Çавăн пекех республикăри 18 культура объектне çĕнетнĕ. Сăмахран, Ĕпхÿри ача-пăча филармонине, Сибайри историпе культура музейне, Пелепей районĕнчи тата Çтерлĕ хулинчи ача-пăчасен ÿнер шкулĕсене, Çтерлĕри культурăпа ÿнер колледжне хăтлăх кĕртнĕ.

2022 çулта пилĕк ÿнер шкулне, виçĕ музея тата 14 ялти культура çуртне юсама палăртаççĕ.

 - Ĕпхÿ хулин 450 çулхи юбилейĕ тĕлне Çĕнĕ Еврази библиотекине хăпартма, Пушкăрт патшалăх пукане театрне юсама палăртатпăр. Этнообъектсем темиçе ăрушăн нумай функциллĕ центрсем пулса тăмалла. Çавăн пекех 2022 çулхи план тăрăх, пилĕк модельлĕ вулавăш тата виçĕ кинозал уçмалла, - тенĕ Андрей Назаров.

#Башкортостан#Уралсасси#нацпроекты#Культура

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас