- Чăнах та, эпир Раççей çыннисем çĕршыв Президентне Владимир Путина ытларах шанма пуçланине асăрхатпăр. Ман шутпа, çакă президент Раççей интересĕсене хÿтелес енĕпе хăюллă пулнипе тата хăй çине яваплăх илме хăраманнипе, тивĕçĕсене коллеги управленийĕ (Правительство, Патшалăх Канашĕ, Хăрушсăрлăх Канашĕ тата ыт.те) çине тиеменнипе çыхăннă. Çавăн пекех Раççей çыннисене патшалăх пуçлăхĕн ĕçĕсем çыхăнуллă тата саккунпа килĕшÿллĕ пулса пыни килĕшет. Ытти тĕнче политикĕсем пирки çакна калаймăн. «Вырăссен мирне» халăх хушшинче хапăлласа йышăнни патриотизм юхăмне куçнине те палăртмасăр хăварма май çук. Массăлла информаци хатĕрĕсем пуринпе те ăнланмалла информаци ĕçĕсем ирттернĕ хыççăн РФ Хĕç-пăшаллă вăйĕсем Украина çĕрĕ çинче ирттерекен çар операцине тĕрĕс, сăпайлă çынсен операцийĕ тесе йышăнаççĕ. Унсăр пуçне Раççей Президентне шанасси халăхăн пĕчĕк тупăшлă ушкăнне укçа-тенкĕпе пулăшассине йĕркеленипе тата çĕннисене кĕтнипе (МРОТа, пенсисемпе пособисене ÿстересси) çыхăннă. Санкцисене тата ют çĕршыв компанийĕсем Раççейрен кайнине пăхмасăр халăх тавар туянасси чакман, кирлĕ таварсем лавккасенчи сентресем çинчен çухалман, - ăнлантарса панă Евгений Булычев доцент, юридици наукисен кандидачĕ.
Ун шухăшĕпе, Путинăн хисепĕ Раççей экономикине аталантарма мерăсем йышăннипе ÿсет. Çав шута предпринимательсене тĕрлĕ майлă тĕрĕслесси (хăрушсăрлăхпа çыхăннисемсĕр пуçне), пысăк технологиллĕ бизнеспа информаци технологи сферине çăмăллăхлă налогсемпе тата социаллă çăмăллăхсемпе тивĕçтересси, аграри секторĕсене патшалăх гранчĕсем парасси, услам ĕçĕ валли укçа-тенкĕ уйăрасси, экономикăпа çыхăннă пĕчĕк тата вăтам виçеллĕ уголовлă ĕçсене амнисти тăвасси кĕрет
- Экономика вăрçи вăхăтĕнче Раççей экономики ура çинче çирĕп тăни, социаллă сферăра патшалăх хăйĕн тивĕçĕсене яваплă пурнăçлани РФ Президенчĕн рейтингне малалла та çÿллĕ шайра тытма май парĕ, - пĕтĕмлетнĕ Евгений Булычев.
Надежежда РОДИОНОВА.