Пур хыпар та
Новости
30 Мартӑн 2022, 11:20

«Шихан» завода çĕнĕ хуçана парĕç

Нидерланды çĕршывĕн Heinekan сăра компанийĕ Раççейрен каясси пирки пĕлтернĕ. Калас пулать унăн завочĕсем пĕтĕм тĕнчипе вырнаçнă, çав шутра Пушкăртстанра та. Мартăн 28-мĕшĕнче холдингăн сайтĕнче Раççей Федерацинчи предприятисене çĕнĕ хуçана куçарасси çинчен пĕлтернĕ.

- Хальхи лару-тăрура Раççейре бизнес тытса пырасси çирĕп те шанăçлă ĕç мар тесе шутлатпăр, - ăнлантарса панă Heinekan представителĕсем. – Пĕтĕм тĕнчери тата вырăнти саккунсемпе килĕшуллĕн çĕнĕ хуçана бизнеса куçарăпăр.

Компанин завочĕсенчен пĕри, пуриншĕн те паллă Çтерлĕ хулинчи «Шихан» завод,  ООО «Хейнекен пĕрлешÿллĕ сăра предприятийĕсене» кĕрет.

- Кирек мĕнле пулсан та асăннă заводăн 1800 ĕçченне 2022 çул вĕçлениччен ĕç укçине тÿлесе татма, вĕсене ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтерме шантаратпăр, - çирĕплетнĕ Heinekan компанире.

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас