Пур хыпар та
Новости
31 Мартӑн 2022, 11:15

Арçын пусса чăмнă, шывпа чыхăнса вилнĕ

Кармаскалă районĕнчи Бишаул-Унгарово ялĕнче пурăнакан 55 çулхи арçын сарăмсăр вилнĕ.

Арçын пусса чăмнă, шывпа чыхăнса вилнĕ
Арçын пусса чăмнă, шывпа чыхăнса вилнĕ

Право йĕркине сыхлакан органсем пĕлтернĕ тăрăх, март уйăхĕн 30-мĕшĕнче арçын хĕрĕнкĕ пуçпа пулнă май Озерная урамра хăйĕн çурчĕпе юнашар вырнаçнă пусса персе ÿкнĕ. Пĕр-икĕ сехетрен унăн ÿтне шывран туртса кăларнă. Малтанхи даннăйсемпе килĕшÿллĕн ял çынни шывпа чыхăнса вилнĕ. Вилĕмĕн тĕп сăлтавне тупса палăртма арçын ÿтне экспертизăна ăсатнă.

Хальлĕхе право йеркине сыхлакан органсенче асăннă информацие официаллă майпа çирĕплетмен.

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас