Новости
1 Апрелӗн 2022, 12:16

«Чĕрĕ йăла-йĕрке»

Раççейри халăхсен культура еткерĕн çулталăкне  халалласа Пишпÿлек тăрăхĕнчи Хушăлка ялĕнче «Чĕрĕ йăла-йĕрке» район фестивалĕ иртнĕ.

«Чĕрĕ йăла-йĕрке»«Чĕрĕ йăла-йĕрке»
«Чĕрĕ йăла-йĕрке»

Унта ял  хутлăхĕсем, район центрĕнчи предприятисемпе организацисем  хутшăннă.  Мероприятие вырăнти ташша-юрра, фольклор йăли-йĕркисене, халăх ремеслине халăх хушшинче анлăрах сарас тĕллевпе йĕркеленĕ.

Вырăнти «Пилеш» (ертÿçи  - Л.П. Новикова) тата Хушăлка вăтам шкул вĕрентекенĕсен фольклор ушкăнĕсем (ертÿçи – И.Г. Степанова) «Интерфолк. Музыка фольклорĕ» номинацие хутшăннă. Вĕренекенсен пултарулăх ушкăнĕ  Пушкăртстанри чăваш çамрăкĕсен вăййине кăтартса панă. Мероприятие хутшăнакансем хăйсен репертуарне ытларах  вырăнти йăла-йĕркесене кĕртме тăрăшнă (юрă, ташă,вăйă).

Светлана Ивановапа Вера Васильева, Ира Кузнецовапа Ольга Федорова, Елена Петрова  юрланă юрăсене  залра ларакансем хапал туса йышăннă. Артистсем халăх юррисене çеç мар, хальхи вăхăтрисене те шăрантарнă. Çавăн пекех куракансене вырăнти ача сачĕн воспитанникĕсем (ертÿçи Е.В. Павлова) чăваш тата пушкăрт халăхĕсен ташшисемпе савăнтарнă. Галина Осиповапа Светлана Иванова халăх сăмахлăхĕнчи сценкăна кăтартнă. 

Фойере халăх ăстисен куравне йĕркеленĕ. Унта А.В.Тимофеевăн тимĕртен, А. Петровăн хăваран авса тунă япалисене , В.М. Петрован çăм çиппинчен çыхнă ал ĕçĕсене, Ю. К. Кириллован тĕррисене тăратнă.  

 

 

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас