

«2020 çулхипе танлаштарсан пирĕн тĕп хула пĕр картлашка çÿлелле хăпарнă, рейтингра Пушкăртстанри хуласем нумайланнă. Ĕпхÿсĕр пуçне, Туймазă, Дюртюли, Агидель, Баймак, Çтерлĕ, Пелепей, Ишимбай, Янаул, Сибай, Октябрьски, Бирск, Мелеуз тата Салават хулисем кĕнĕ», - тесе çырнă регион ертÿçи.
Çавăн пекех вăл хуласем хăтлă пулччĕр тесе нумай ĕçсем туса ирттернине палăртнă. 2021 çулта çеç республикăри 63 муниципалитетра 126 обществăлла вырăна тирпей-илем кĕртнĕ.
«Халĕ çĕнĕ строительсво сезонĕ уçăласса кĕтетпĕр. Юр кайса пĕтсен чи малтан çулсем çинчи шăтăк-путăк вырăнсене юсатпăр.Ун хыççăн пысăкрах ĕçсене пурнăçлама пуçлатпăр. Сăмахран, Раççĕй шайĕнче тирпей-илем кĕртессипе йĕркеленĕ конкурсра Пелепей, Туймазă, Кумертау, Бирск, Межгорье тата Çтерлĕ хулисем çĕнтернĕ, вĕсем валли федераллă хыснаран укçа-тенкĕ уйăрнă», - тенĕ Радий Хабиров.
Унсăр пуçне 2022 çулта Пушкăртстанри 122 обществăлла вырăна хăтламаллине хушса каланă.
«Çак ĕçсем пирĕн республикăра пурăнакансемшĕн питĕ те пĕлтерĕшлĕ. Мĕнпур йывăрлăхсене пăхмасăр пирĕн вĕсене малалла тăсмалла», - тесе пĕтĕмлетнĕ Пушкăртстан Пуçлăхĕ.
Юрий СНЕГОПАД.