Новости
3 Апрелӗн 2022, 12:05

Ĕпхÿрен Красноярска тÿрĕ авиарейс уçнă

Малашне «Ĕпхÿ» аэропортран Красноярка çитме май пулĕ. Апрель уйахĕн 2-мĕшĕнче, çĕрле, тĕнче шайĕнчи «Ĕпхÿ» аэропортран пуçласа Краноярск хулине рейс йĕркеленĕ. Вăл транзитлă шутланать. Малтан самолет Минеральные воды хулинчен Ĕпхĕве вĕçсе килет, унтан маллалла Красноярска çул тытать.Çакăн пек маршрутпа  «Азимут» авиакомпанин SSJ-100 самолечĕсем кашни юн кун тата вырсарни кун вĕçмелле тесе пĕлтернĕ Ĕпхÿ аэропорчĕн пресс-службинче.

Ĕпхÿрен Красноярска тÿрĕ авиарейс уçнăĔпхÿрен Красноярска тÿрĕ авиарейс уçнă
Ĕпхÿрен Красноярска тÿрĕ авиарейс уçнă

Çак рейс çине онлай мелĕпе регистраци иртнĕ пĕрремĕш пассажира аэропорт тата авиакомпани ĕçченĕсем саламланă.

- Ĕпхÿпе Красноярск хушшинчи рейссем патшалăх хыснинчен авиавĕçевсем валли субсиди уйăрмалли программа пуррине пула йĕркеленчĕç. Çакă пассажирсене тивĕçтерекен тариф политикине суйласа илсе çирĕплетме май пачĕ. «Азимут» авиакомпанипе эпир малашне те пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлессе, хутшăнусем аталанса пырасса шанатăп. Çывăх вăхăтра пирĕн расписанинче çĕнĕ маршрутсем уçăлĕç, -  палăртнă тĕнче шайĕнчи Ĕпхÿ аэропортăн комерци директорĕ  Денис Никитин.

- Маршрутсене анлăлатасси аэропортсемпе регионти власть органĕсем ĕçре пĕр чĕлхе тупма пĕлнинчен нумай килет. «Ĕпхÿ» аэропорт Раççейĕн кăнтăр енчен пассажирсене туртарассипе стратегиллĕ партнер шутланать. Эпир Пушкăртстанра авиапассажирсен йышне  ÿстерме тăрăшатпăр.  Минеральные воды – Ĕпхÿ – Красноярск çĕнĕ маршрут уçни Ставропольти, Пушкăртстанри тата Красноярск крайĕнчи пассажирсене кĕске вăхăт хушшинче вырăнтан-вырăна çитме май парĕ, -  тенĕ  авиакомпанин ĕç тăвакан директорĕ Эдуард Теплицкий.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас