Новости
4 Апрелӗн 2022, 10:19

Купăста мĕншĕн хаклăланнине ăнлантарса панă

Пушкăртстан премьер-министрĕ Андрей Назаров республикăра купăста хакĕ мĕншĕн ÿснине ăнлантарса панă.  

Купăста мĕншĕн хаклăланнине ăнлантарса панăКупăста мĕншĕн хаклăланнине ăнлантарса панă
Купăста мĕншĕн хаклăланнине ăнлантарса панă

Премьер купăста хакĕ ялан апрель-май уйăхĕсенче ÿснине асăннă продукт запасĕсем пĕтнипе, ăна чикĕ леш енчи çывăхри çĕршывсенчен илсе килнипе çыхăнтарнă.

Иртнĕ çулла çанталăк типĕ те шăрăх пулни те лару-тăрăва кăткăслатнă. Симĕс çимĕç запасĕсем иртнĕ çулсемпе танлаштарсан иртерех пĕтнĕ.

- Асăннă çимĕçе хамăр патра çут çанталăк условийĕсене пула ÿстереймен хушăра купăста сутакан çĕршывсемпе вăрах вăхăтлă çыхăнусем тумалла. Çакă хаксене маларах палăртса хума май парĕ. Çак ĕçе халĕ Казахстанпа тата Узбекистанпа йĕркелеме тытăннă, - палăртнă Андрей Назаров.

Пушкăртстан премьер-министрĕ лавккасем тăрăх сахăр хакне тĕрĕслес тĕллевпе рейд ирттернĕ. Тÿре-шара сахăр пур çĕрте те пуррине, анчах хакĕ тĕрлĕ пулнине тупса палăртнă.

Инга АЛЕКСЕЕВА.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас