Пур хыпар та
Новости
4 Апрелӗн 2022, 15:59

Пушарта 24 çулхи хĕрарăм вилнĕ

Апрель уйăхĕн 3-мĕшĕнче  кăнтăрла РФ Инкеклĕ ĕçсен министерствин Пушкăртстанри уйрăмне Çтерлĕ хулинчи нумай хваттерлĕ пилĕк хутлă çуртри пĕр пÿлĕмлĕ  хваттерте пушар тухни çинчен хыпар çитнĕ.

Пушарта 24 çулхи хĕрарăм вилнĕ
Пушарта 24 çулхи хĕрарăм вилнĕ

Инкек пулнă вырăна Раççей Инкеклĕ ĕçсен министерствин техникисемпе çыннисем тата ытти васкавлă службăсем  тухса кайнă. Вĕсем кирлĕ вырăна çитсе  пушара сÿнтернĕ.  Çулăм 2 тăваткал метрти япаласене сиен кÿнĕ, стенасем хуралнă. Хваттертен наркăмăшлă тĕтĕмпе сĕрĕмленнĕ 1998 çулта çуралнă хĕрарăма илсе тухнă. Ăна васкавлă пулăшу ĕçченĕсен аллине панă. Шел пулин те, çамрăк хĕрарăма çăлса хăварма май килмен, унăн чĕри тапма чарăннă.

Пушар сăлтавне тата пулса иртнине уçăмлатас тĕллевпе  дознавательсем ĕçлеççĕ. Инкеклĕ ĕç вăхăтĕнче хваттерте виçĕ çулхи хĕр ача пулнă. Темле майпа вăл хваттертен тухма пултарнă. Пĕчĕкскер çухалнă. Ăна полици ĕçченĕсемпе волонтерсем шыраса тупнă. Телее, вăл сывă.

Автор: Надежда Родионова 
Читайте нас