+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Унпа килĕшÿллĕн Пушкăрт патшалăх медицина университечĕн ординаторĕсене Ильдар Раисович Апсалямова, Рузиль Зуфарович Галиева тата Руслан Рамилович Фахретдинова, çавăн пекех Ĕпхÿ хулинчи 21№ больницăри уйрăм ертÿçине Рамиля Зайнулловна Батраевана Лука Крымский медальне парса чысланă.
Асăннă патшалăх наградине пултаруллă хирург, Симферополь тата Крым архиепископĕ Лука Крымский ятне панă. Унпа сывлăх сыхлав сферинче пысăк тÿпе хывнă медицина ĕçченĕсене чыслаççĕ. Медале Раççей Президенчĕн 2020 çулхи июнь уйăхĕн 19-мĕшĕнчи указĕпе килĕшÿллĕн çирĕплетнĕ.