Пур хыпар та
Новости
5 Апрелӗн 2022, 11:30

Халăх пултарулăхĕ - ачасен чĕринче

Раççей Президенчĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн 2022 çула Раççейри халăхсен культура еткерĕн çулталăкĕ тесе пĕлтернĕ. Çакă тĕрлĕ халăх пултарулăхне аталантарма пулăшакан мероприятисем ирттермелли чи çирĕп никĕс.

Халăх пултарулăхĕ -   ачасен чĕринче
Халăх пултарулăхĕ - ачасен чĕринче

Ачасене сăвăлла текстсемпе интереслентерес, поэзие, Тăван çĕршыва юратма, хисеплеме вĕрентес тĕллевпе Çтерлĕ районĕнчи Рощинский ача садĕнче «Тăван çĕршыва юратса» илемлĕ сăвă вулакансен конкурсĕ иртрĕ. Пултарулăх ăмăртăвне пĕчĕк, аслă, вăтам тата хатĕрленÿ ушкăнĕсене çÿрекен 52 ача хутшăнчĕ. Воспитательсем литература репертуарне вырăсла çеç мар, пушкăртла, тутарла, чăвашла та хатĕрлерĕç, ачасене сăвăсене илемлĕ калама вĕрентрĕç.
Мероприятие хатĕрленнĕ май педагогсем ачасемпе пысăк ĕç туса ирттерчĕç. Çав шута Тăван çĕршыв, тавралăх, патшалăх символĕсем çинчен материалсем хатĕрлени, вĕсем çинчен ачасем тĕлĕнмелле илемлĕ каласа пани те кĕреççĕ.
Конкурса хутшăнакансем пурте тĕплĕн хатĕрленнине палăртмалла. Çавăнпа та жюри членĕсене тивĕçлисене суйласа илме пĕрре те çăмăл пулмарĕ. Вăрах вăхăт канашланă хыççăн тÿресем пĕтĕмлетÿ турĕç, пур çамрăк вулакана та дипломсемпе чысларĕç.
Елена ЖИГАЛОВА,
Анастасия СОЛОДСКАЯ, воспитательсем.
Çтерлĕ районĕ.

Автор: Надежда Родионова 
Читайте нас