Пур хыпар та
Новости
5 Апрелӗн 2022, 12:05

«Кĕмĕл сасă - 2022» çамрăксене пухать

Апрель уйăхĕн 16-мĕшĕнче Шупашкарта 23-мĕш хут Раççейри чăваш эстрада юррин «Кĕмĕл сасă - 2022» фестиваль-конкурс иртет. Ăна яланхи пекех ЧР Культура министерстви пулăшнипе Чăваш наци конгресĕ йĕркелет.

«Кĕмĕл сасă - 2022»  çамрăксене пухать
«Кĕмĕл сасă - 2022» çамрăксене пухать

Фестиваль-конкурсра Чăваш Енри районсенчи тата Раççей Федерацин регионĕсенчи 14-35 çулхи çамрăк талантсем хутшăнма пултараççĕ. Вĕсен хăйсен пултарулăхĕпе ăсталăхне чăваш чĕлхипе юрласа кăтартса памалла.
«Кĕмĕл сасă – 2022» конкурс условийĕсем тăрăх, уйрăм юрăçăн 2 пин, ансамблĕн (икĕ е ытларах çын пулсан) 3 пин тенкĕ йĕркелÿ взносĕ тÿлемелле. Çул-йĕр тата хатĕрленÿ тăкакĕсене ăмăртăва хутшăнакансем хăйсем саплаштараççĕ, пурăнмаллипе апатлану тăкакĕсене мероприятие йĕркелекенсем хăйсем çине илнĕ.
Заявкăсене congress21@mail.ru электронлă адреспа Чăваш наци конгресне апрель уйăхĕн 8-мĕшĕччен ярса памалла.
Фестиваль-конкурс апрель уйăхĕн 16-мĕшĕнче 11-00 сехетре пуçланать. Çав кунах 17-00 сехетре Гала-концерт иртмелле.
Юрий СНЕГОПАД.

Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас