Новости
5 Апреля 2022, 09:26

Пушкăртстан кăçал та типĕ те шăрăх зонăна лекме пултарать

Агростраховщиксен наци пĕрлĕхĕ хатĕрленĕ ака-суха календарĕ тăрăх, кăçал Кăнтăр Урал тăрăхĕнче типĕ те шăрăх çанталăк пулмалла. Çавна май ял хуçалăх культурисем çунса каяс хăрушлăх пур.

Пушкăртстан  кăçал та типĕ те шăрăх зонăна лекме пултаратьПушкăртстан  кăçал та типĕ те шăрăх зонăна лекме пултарать
Пушкăртстан кăçал та типĕ те шăрăх зонăна лекме пултарать

Асăннă тăрăхра нÿр сахалли кĕркуннеренех паллăччĕ. Январь уйăхĕн çурринчен пуçласа март уйăхĕн варринче те тăпрари нÿрĕк 5-10%, хăш-пĕр районсенче 20% таранах, чакни паллă. Ытти çулсенче ун пек пулман.

 - Апрель уйăхĕн пуçламăшĕнче çумăр çуни, юр ирĕлни Атăлçи тăрăхĕнчи тата Урал регионĕнчи çĕрсене кăштах та пулсан нÿрпе пуянлатĕ.  Анчах та çĕр ăшĕнче нÿр сахалрах вырăнсенче ÿсекен агрокультурăсем çут çанталăк улшăнăвĕсене хĕнпе тÿссе ирттереççĕ. Тухăç пĕтес хăрушлăх та пысăк, - палăртаççĕ Агростраховщиксен наци пĕрлĕхĕн эксперчĕсем.

Унсăр пуçне прогнозсем тăрăх, кăçал Вăтаçĕр Азире типĕ çанталăк пулмалла. Вĕсемпе юнашар вырнаçнине пула Атăлçипе Уралăн  кăнтăр тата вăтам пайĕсем унăн витĕмне лекеççĕ.

2021 çулта типĕ çанталăкпа палăрнă Пушкăртстанра  акнă анасен 6% çеç страхланă пулнă. Хăйсен анисене страхланă аграрисем патшалăх пулăшнипе  типсе пĕтнĕ тухăçшăн 78 млн страхлав укçи илнĕ. Пурĕ иртнĕ çул  агростраховани валли 182,6 млн  тенкĕ патшалăх пулăшăвĕ уйăрнă. Çав шутра ял хуçалăх культурисене валли – 127,5 млн тенкĕ.

Ял хуçалăх производителĕсен хăйсен  шухăш-кăмăлне улăштармалла. Вĕсем çут çанталăкăн тĕрлĕ условийĕсене хатĕр пулмалла. Патшалăх пулăшăвĕпе усă  курса хăйсен теветкеллĕхне (риск) страхламалла.

 

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас