- Унсăр пуçне республика 2023 çулта 86 шкулти 88 зданине юсав ĕçĕсем ирттерме заявка панă. Ăна ырланă хушăра федераллă бюджетран тата 3,8 млрд тенкĕ илме пултаратпăр. Çакă питĕ пысăк хисеп – малтан уйăрма пултарнинчен 20 хут нумайрах. Тăкаксен пĕр пайне республика бюджечĕ хăй çине илет, - тесе çырнă Пушкăртстан пуçлăхĕ социаллă сетьри хăйĕн страницинче.
Халĕ 26 шкулта тĕплĕ юсав ĕçĕсем пыраççĕ, 2022 çулхи сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнче 63 çĕнетнĕ шкулăн алăкĕ уçăлмалла.
Астутарасшăн, шкулсене çĕнетмелли шухăша Раççей Президенчĕ Владимир Путин хускатнă, асăннă программа 2026 çулччен тăсăлĕ. Радий Хабиров хулапа район администрацийĕсен пуçлăхĕсене çак ункайлă самантпа усă курса заявка компанин ĕçне хăвăртлатма хушнă.
- Уйрăм тимлĕх тĕплĕ юсав ĕçĕсене тĕрĕслесе тăрассине уйăрмалла. Çак ĕçре вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕсем пысăк вырăн йышăнаççĕ. Республикăра ашшĕ-амăш обществăлла тĕрĕслев штабне йĕркеленĕ. Чи кирли кунта - çĕнетнĕ шкулсем унта ĕçлекенсемшĕн тата вĕренекенсемшĕн ункайлă пулни, - ăнлантарса панă республика ертÿçи.
Башкортостан#Уралсасси#нацпроект#образование