Пур хыпар та
Новости
6 Апрелӗн 2022, 12:05

Çуркунне çитнĕ май шăши сивчирĕпе тата энцефалитпа чирлес хăрушлăх ÿсет

Çуркунне çитсен Пушкăртстан çыннисем дачăсемпе сад пахчисене çитме васкаççĕ.  Ку лайăх пулăм, çут çанталăкра ытларах пулни сывлăхшăн та усăллă. Анчах та дачăри çĕр лаптăкĕсене çÿп-çапран тасатнă, хула тулашĕнчи çуртсене тирпей-илем кĕртнĕ май сăвăс энцефаличĕпе тата шăши сивчирĕпе чирлес хăрушлăх пур.

Çуркунне çитнĕ май шăши сивчирĕпе тата энцефалитпа чирлес хăрушлăх ÿсет
Çуркунне çитнĕ май шăши сивчирĕпе тата энцефалитпа чирлес хăрушлăх ÿсет

Курăк ешернине пула сăвăссем те хĕл ыйхинчен вăранаççĕ. Вĕсем ÿт çумне çыпçăнса ларсан энцефалит чирĕпе  чирлес хăрушлăх пысăк. Асăннă чиртен прививка туса сыхланма пулать. Аслисемшĕн вакцина хакĕ 1200 тенкĕрен иртет, ачасемшĕн - 2000 тенке çити.

Роспотребнадзор пĕлтернĕ тăрăх, иртнĕ çул сăвăс энцефаличĕпе 16 çын чирленине шута илнĕ (2020 çулта – 14). Сăвăс боррелиозне ертекен эрешмен евĕр кăпшанкăсен шучĕ 2020 çулта 7,3 процент пулнă пулсан, 2021 çулта 26,5 процента çитнĕ.

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас