Пур хыпар та
Новости
7 Апрелӗн 2022, 11:06

Апрель уйăхĕн 9-мĕшĕнче экологи субботникĕсем пуçланаççĕ

Пушкăртстанра апрель уйăхĕн 9-мĕшĕнчен пуçласа субботниксем йĕркелеме тытăнĕç. Çулсерен ирттерекен мероприятисен тĕп тĕллевĕ ялсемпе хуласен санитарипе экологи лару-тăрăвне лайăхлатасси пулса тăрать.

Апрель уйăхĕн 9-мĕшĕнче экологи субботникĕсем пуçланаççĕ
Апрель уйăхĕн 9-мĕшĕнче экологи субботникĕсем пуçланаççĕ

Пушкăртстан Республикин Правительствин март уйăхĕн 5-мĕшĕнче кăларнă 283-Р хушăвĕпе килĕшÿллĕн апрель уйăхĕн 9 тата 23-мĕшĕсем пĕр йышпа ирттермелли экологи субботникĕн кунĕсем шутланаççĕ. Патшалăхăн власть органĕсене, муниципалитетсене, тĕрлĕ харпăрлăх формипе усă куракан организацисене, профсоюз комитечĕсене  тата обществăлла пĕрлĕхсене хăйсене çирĕплетсе панă территорисем çинче экологи субботникĕсем йĕркелеме хушнă.

Асăннă мероприятисем, субботниксем, май уйăхĕн 8-мĕшĕччен пырĕç.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас