Новости
7 Апреля 2022, 06:50

Мунчара икĕ арçын ÿтне тупнă

Пушкăртстанри Инкеклĕ ĕçсен министерствине апрель уйăхĕн 6-мĕшĕнче, каçхине, Алкино Санаторий ялĕнчи Солнечная урамра вырнаçнă мунчара икĕ арçынна, 1980 тата 1982 çулхисем, сĕрĕм тивни пирки хыпар çитнĕ.

Мунчара икĕ арçын ÿтне тупнăМунчара икĕ арçын ÿтне тупнă
Мунчара икĕ арçын ÿтне тупнă

Инкек сиксе тухнă вырăна медицина ĕçченĕсем килнĕ. Вĕсем арçынсем вилнине çирĕплетнĕ. Раççей ШĔМĕн тата следстви комитечĕн ĕçченĕсем пулса иртнин лару-тăрăвне уçăмлатассипе ĕçлеççĕ.     

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас