+16 °С
Облачно


Пушар сÿнтерекенсем вырăна çитсен 1962 çулта çуралнă вут-çулăмран хур курнă хĕрарăма асăрханă. Ăна Çтерлĕ хулинчи 1№ больницăн пĕçертнĕ сурансене сиплекен уйрăмне илсе кайнă. Тухтăрсем ÿтĕн 40 проценчĕ сиенленнине, пиçнин III степеньне çирĕплетнĕ.
Хĕрарăм хăй тĕллĕн пушара сÿнтерме тытăнни паллă, анчах та вут-çулăм ытла та вăйлă пулнă. Çавна пула хĕрарăм хытă суранланнă. Апрель уйăхĕн 7-мĕшĕнче вăл пульницăрах вилсе кайни паллă пулнă.