Пур хыпар та
Новости
7 Апрелӗн 2022, 11:15

Ытларах усă куракан электричка маршручĕсене пĕлтернĕ

Кăçалхи виçĕ уйăх хушшинче «РЖД Пассажирам» приложенипе çынсем 19 пин ытла  хула тулашĕнчи поездсен çул çÿрев билечĕсене туяннă. Иртнĕ çулхипе танлаштарсан çакă 8 хут нумайрах.

Ытларах усă куракан электричка маршручĕсене пĕлтернĕ
Ытларах усă куракан электричка маршручĕсене пĕлтернĕ

Çынсем ытларах Ĕпхÿ - Новоабзаково, Ĕпхÿ – Кумертау - Эрĕнпур, Ĕпхÿ- Приютово, Ĕпхÿ - Чишма, Шакша - Дема маршрутсемпе усă курни паллă пулнă.

«РЖД Пассажирам» мобильлĕ приложени – пассажирсене тивĕçтермелли информациллĕ, хальхи вăхăтпа килĕшÿллĕ билет сутмалли канал. Асăннă приложени урлă хула тулашĕнчи тата инçетри поезд билечĕсене туянма, поездсен расписанине пĕлме, килти выльăх-чĕрлĕхе тата хушма багажа турттарма ирĕк паракан квитанцие çырма, хăш-пĕр поездсенче вырăн суйлама, чĕнÿ пама тата консультаци илме пулать.

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас