+16 °С
Облачно


Çакăн çинчен социаллă сетьсенче çутçанталăк тата экологи министрĕ Урал Искандаров çырса пĕлтернĕ. Министр каланă тăрăх, упа çурисем çак вырăна апат шыраса килсе тухни маларах та пулнă, иртнĕ кĕркунне пĕри çынсен аллине лекнĕ. Хальхинче тепĕр тискер чĕрчун "хăнана" килнĕ. Упана çынсем вăхăт-вахăт апатлантарни паллă пулнă, çавăнпа та вăл хăй тĕллĕн вăрманта тăранса пурăнайман пулмалла. Çакăн хыççăн утамана Челябинскри зоопарка ăсатнă.
Юрий СНЕГОПАД.