Новости
11 Апрелӗн 2022, 07:46

Çтерлĕ хула мэрĕ таксист пулса ĕçленĕ

Çтерлĕ хула администрацийĕн пуçлăхĕ Рустем Газизов халăхпа çывăхрах  пулас, вĕсен шухăш-кăмăлне лайăхрах пĕлес шутпа пĕр кун, апрель уйăхĕн 9-мĕшĕнче, таксист пулса ĕçленĕ.  

Çтерлĕ хула мэрĕ таксист пулса ĕçленĕÇтерлĕ хула мэрĕ таксист пулса ĕçленĕ
Çтерлĕ хула мэрĕ таксист пулса ĕçленĕ

Кун пирки вăл «ВКонтакте» социаллă сетьре хăйĕн страницинче çырса пĕлтернĕ.

Чиновник хăйне кирлĕ информацие тĕрлĕ çăлкуçсенчен (отчетсем, сводкăсем, граждансем çырни) илнине, анчах, ун сăмахĕпе, пĕр официаллă  хут та проблемăна ахаль çынран лайăхрах татса параймĕ.

  «Çынсемшĕн çакă кĕтменлĕх пулчĕ. Официаллă мар лару-тăрура вĕсем хăйсен чун ыратăвĕ,  малашне хулана еплерех курас килни пирки уççăн каласа пачĕç», - тенĕ  Çтерлĕ хула мэрĕ.

Рустем Газизов çывăх вăхăтри канашлу вăхăтĕнче тĕрлĕ сферăшăн яваплă  службăсене хушусем парасси пирки пĕлтернĕ. Çавăн пекех хăйĕн пассажирĕсенчен укçа илменнине те палăртнă.   

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас