Пур хыпар та
Новости
12 Апрелӗн 2022, 11:03

Инвестици проекчĕсем валли 230 млрд тенкĕ уйăрĕç

Паянхи кун тĕлне Пушкăртстанри промышленность сферинче 39 инвестици проекчĕ пурнăçланать. Вĕсене 13 çул хушшинче пурнăçа кĕртме палăртаççĕ. Проектсен пĕтĕмĕшле хакĕ 230 млрд тенкĕпе танлашать.

Инвестици проекчĕсем валли 230 млрд тенкĕ уйăрĕç
Инвестици проекчĕсем валли 230 млрд тенкĕ уйăрĕç

Çапла майпа республикăра 5 пин çĕнĕ ĕç вырăнĕ уçăлĕ тесе пĕлтернĕ регионти промышленность, энергетика тата инноваци министрĕ Александр Шельдяев.
Министр палăртнă тăрăх, регионта промышленность кăтартăвĕсене ÿстермелли чи тухăçлă мелсенчен пĕри «Инвестици сехечĕсем» форматпа ирттернĕ ларусем пулса тăраççĕ. Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров ертсе пынипе вĕсенче çĕнĕ инвестици проекчĕсене тата пурнăçа кĕртмелли мерăсене пăхса тухаççĕ.
Ирида НОВИКОВА.

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас