Пур хыпар та
Новости
12 Апрелӗн 2022, 17:50

Пушкăрт хурĕсемпе кăвакалĕсен тĕкне Италине ăсатнă

Итали çĕршывĕнчи пĕр предприяти Туймазă районĕнчи хурсемпе кăвакалсен пĕрремĕш парти тĕкне туяннă. Чĕр таварăн виçи - 7 тонна ытла.

Пушкăрт хурĕсемпе кăвакалĕсен тĕкне Италине ăсатнă
Пушкăрт хурĕсемпе кăвакалĕсен тĕкне Италине ăсатнă

- Тумтир çĕленĕ тата вырăн таврашĕ валли япаласем тунă çĕрте усă куракан тĕке «Агробазис» СПОК  предприятинче промышленность технологине пăхăнса хатĕрленĕ. Вăл Европа стандартне тата хăрушсăрлăх нормисене тивĕçтерет,- тесе пĕлтернĕ Россельхознадзорăн Пушкăртстанри управленинче.

Чĕр тавара автомобиль çине тиеме пуçличчен ушкăн тĕке Россельхознадзорăн Пушкăртстанри управленийĕн эксперчĕсем тĕплĕн тĕрĕсленĕ. Маларах ăна пĕр сехет хушши 120 градус ăшă тухакан пăспа дезинфекциленĕ. Тавара тĕрĕсленĕ хыççăн ун валли тĕнче шайĕнче усă куракан 5f  формăпа тата Европа стандартне тивĕçтерекен сертификатсем панă.

Юрий СНЕГОПАД.

#Башкортостан#Уралсасси#Нацпроекты#Международнаякооперацияиэкспорт

Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас