Пур хыпар та
Новости
14 Апрелӗн 2022, 15:40

Май уйăхĕнче кăшăлвирусăн çĕнĕ хумĕ килсе «çапма» пултарать

Коллективлă иммунитет йĕркеленнипе кăшăлвирусăн çĕнĕ хумĕ, февраль уйăхĕпе танлаштарсан, çынсене чирлесси енĕпе ытлашши сиен кÿмĕ тесе шутлать Раççей академи наукисен член-корреспонденчĕ Александр Лукашев вирусолог.

Май уйăхĕнче кăшăлвирусăн çĕнĕ хумĕ килсе «çапма» пултарать
Май уйăхĕнче кăшăлвирусăн çĕнĕ хумĕ килсе «çапма» пултарать

Вирусолог палăртнă тăрăх, хальхи вăхăтра çĕнĕ кăшăливрус чирĕпе чирлекенсен шучĕ ÿсни Европăпа Çурçĕр Америкăн хăш-пĕр çĕршывĕсенче палăрать. Çавăн пекех чир Китайра çĕнĕрен вăй илет. Уйрăмах Шанхайра çирĕп карантин мерисем йышăннă.

 - Çавăнпа темиçе эрнерен пирĕн патра та чир сарăлма пултарать. Çапах та, февраль уйăхĕпе танлаштарсан, цифрăсен кăтартăвĕ пĕчĕкрех пулĕ. Мĕншĕн тесен коллективлă иммунитет чакать пулсан та çÿллĕ шайра, - тенĕ ăсчах.

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас