Пур хыпар та
Новости
15 Апрелӗн 2022, 17:20

Чăваш тумĕ – халăх пуянлăхĕ

Паян Пушкăртстанра Наци тумĕн кунне паллă тăваççĕ. Уяв 2020 çултанпа регион ертÿçин Радий Хабировăн указĕпе килĕшÿллĕн иртет. Çак кунхине республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнче наци костюмĕсен куравĕсем, çак тематикăна халалланă флешмобсем, тĕрлĕ мастер-классем тата ыт. те йĕркелеççĕ. 

Чăваш тумĕ – халăх пуянлăхĕ
Чăваш тумĕ – халăх пуянлăхĕ

Сăмахран, Куюргазă районĕнчи Кривле-Илюшке шкулĕнче Наци тумĕн кунне халалласа класс тулашĕнчи урок ирттернĕ. Чăваш чĕлхипе литература урокĕсене илсе пыракан Надежда Ворошилова чăваш кĕпи çинче тĕпленрех чарăнса тăнă.  Чăваш тумĕн пуянлăхĕпе илемлĕхĕ курăмлă пултăр тесе вĕрентекен кĕпесен куравне те йĕркеленĕ. Унсăр пуçне Надежда Николаевна ачасене чăваш хĕрĕпе хĕрарăмĕн кĕпине ытти халăхсенчен уйăрса тăракан, çав вăхăтрах илем кÿрекен чăваш тĕррисемпе паллаштарнă. Кашни эрешĕн хăйĕн пĕлтерĕшĕ пуррине те палăртнă.

Класс тулашĕнчи урок наци тумĕпе сăн ÿкерчĕк ÿкнипе вĕçленнĕ.    

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас