Пур хыпар та
Новости
15 Апрелӗн 2022, 15:45

«Халăхăн тĕрленĕ историйĕ» выставкăра ĕлĕкхи чăваш ал шăллийĕсене курма пулать

Ĕпхÿ хулинче иртекен выставкăна Пушкăртстан Республикинчи Халăхсен туслăх çурчĕн филиалĕсен – историпе культура центрĕсен музейĕсенчи ал шăллисен коллекцине тăратнă. Унта куракансем чăн-чăн халăх произведенийĕсемпе - республикăра пурăнакан 12 халăхăн (пушкăрт, вырăс, тутар, мишер, удмурт, мари, мордва, чăваш, белорус, украин, нимĕç тата латыш) ал шăллийĕпе паллашма пултараççĕ.

«Халăхăн тĕрленĕ историйĕ» выставкăра ĕлĕкхи чăваш ал шăллийĕсене курма пулать
«Халăхăн тĕрленĕ историйĕ» выставкăра ĕлĕкхи чăваш ал шăллийĕсене курма пулать

Ал шăлли Пушкăртстан халăхĕн пурнăçĕнче пысăк вырăн йышăннă. Вăл çуралнă кунран пуçласа мĕн виличчен çынпа çумăн пулнă. Унпа кулленхи пурнăçра та анлă усă курнă. Паянхи кун та вăл хăй пĕлтерĕшне çухатман.

Курава Вера Тарасован тĕрлесе илемлетнĕ тăватă ал шăллине тăратнă. Пĕрремĕш чăваш ал шăллине вăл 2006 çулта хатĕрленĕ. Хĕрарăм сăмахĕсем тăрăх, çав вăхăтра наци ал шăллисене тĕртесси манăçа тухнă пулнă. Çак çухатăва йышăнашсшăн пулмасăр алĕç ăсти наци колоритне сыхласа ăна алăпа тĕрлеме шут тытнă.

Çавăн пекех куравра çĕнетнĕ ал шăллисем те пур. Сăмах май, Кармаскалă районĕнчи Тинĕскÿл ялĕнче пурăнакан Ольга Кириллован 1910 çулта тĕрленĕ ал шăллийĕ.

«Телей кайăкĕсем» чăваш ал шăллине Чăваш вырсарни шкулĕнче вĕренекен Ирина Фаухиева хатĕрленĕ.

 «Кайăк - çутăпа ăшă, юратупа телей символĕ. Çут çанталăк вăраннине пĕлтерет. Çак ĕçре пир канвапа, мулине çипписемпе тата чăн çипсенчен алăпа çыхнă чĕнтĕрпе (кружево) усă курнă. Кнта чăваш тĕррин эрешĕсене курма пулать: пунктир, чалăш чикĕм, сайра хĕрес тата браная текен эреш», – тенĕ эскпонатăн ăнлантарса панă хутĕнче.

Ĕлĕкхи ал шăллисен выставки 2022 çулхи апрель уйăхĕн 17-мĕшĕччен ĕçлĕ.

     

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас