Çтерлĕ районĕнчи Рощинский ача сачĕн ĕç-хĕлĕн тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри ачасене кăмăл-сипет воспитанийĕ парасси шутланса тăрать. Воспитательсем ачасене наци культурипе, халăх пултарулăхĕпе, йăли-йĕркипе, календарĕпе, вăййисемпе паллаштарассине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ.
Паян ача садĕнче Пушкăртстан Республикинчи халăхсен наци костюмĕсен кунĕ иртрĕ. Ачасем наци костюмĕсем тăхăнса çÿрерĕç. Тĕрлĕ халăхсен юмахĕсене итлерĕç.
Халăх йăли-йĕркисем шкул çулне çитичченхи ачасене воспитани парас ĕçре питĕ пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнаççĕ. Шăпах вĕсенче обществăра йышăннă нормăсем упранаççĕ.
Елена ГРИГОРЬЕВА, Анастасия СОЛОДСКАЯ.