Новости
18 Апреля 2022, 07:35

Чи пуян депутат çулталăкне 94,6 млн тенкĕ ĕçлесе илнĕ

Пушкăртстан Республикин РФ Патшалăх Думин депутачĕсем иртнĕ çулта мĕн чухлĕ ĕçлесе илни, тăкаклани тата харпăрлăхри çурчĕ-хваттерĕ пирки деклараци панă.

Чи пуян депутат çулталăкне 94,6 млн тенкĕ ĕçлесе илнĕЧи пуян депутат çулталăкне 94,6 млн тенкĕ ĕçлесе илнĕ
Чи пуян депутат çулталăкне 94,6 млн тенкĕ ĕçлесе илнĕ

«Халăх тарçисенчен» чи пуянни Владимир Сенин пулса тăнă. Отчетри кăтартусемпе килĕшÿллĕн вăл иртнĕ çул 94,6 млн тенкĕ ĕçлесе илнĕ. Унăн харпăрлăхĕнче 3 162 тăваткал метр йышăнакан темиçе çĕр лаптăкĕ, 406,2 тăваткал метрлă çурт, икĕ хваттер тата машина тăратмалли икĕ вырăн пурри паллă. Çавăн пекех «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти депутачĕ BMW 730 LD, XDRIVE, «Лэнд Ровер» Range Rover, «Мерседес Бенц», GLA 250 4MATIC, «Фольксваген», 7HC MULTIVEN автомобильсен хуçи шутланать.

Раççейри либераллă демократи партийĕн (ЛДПР) депутачĕ Иван Сухарев Пушкăртстанри чи пуян депутатсен хушшинче иккĕмĕш вырăн йышăннă. 2021 çулта «халăх тарçи» 44 млн тенкĕ ĕçлесе илнĕ. Унăн харпăрлăхĕнче çичĕ хваттер. Вĕсене вăл мăшăрĕн тата ачин ячĕпе çыртарнă.

Виççĕмĕш вырăнта «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти депутачĕ Наталья Орлова пулнине палăртса хăвармалла. Унăн тупăшĕ 12,5 млн тенкĕпе танлашнă. Хĕрарам-депутатăн виçĕ çĕр лаптăкĕ, хула хĕрринче çурт, хваттер, машина тăратмалли икĕ вырăн пур. Унсăр пуçне вăл «Toyota ALPHARD» автомобиль хуçи шутланать.

 

Чи пуян депутат çулталăкне 94,6 млн тенкĕ ĕçлесе илнĕ
Чи пуян депутат çулталăкне 94,6 млн тенкĕ ĕçлесе илнĕ
Чи пуян депутат çулталăкне 94,6 млн тенкĕ ĕçлесе илнĕ
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас