

Пулăсем пысăк йышпа пĕтнин сăлтавне ведомствăра шывра кислород çитменнипе çыхăнтараççĕ. Хĕлле кÿлĕ хулăн пăрпа витĕннине пула шывра кислород сахалланать е пачах та пулмасть, çавăнпа пулăсем вилеççĕ.
- Тĕпчев ирттернĕ хыççăн кÿлĕри шывра сиенлĕ япаласен виçи нормăсенчен иртменнине пĕлтернĕ. Пулăсем хĕлле шывра кислород çитменнипе пула вилме пултарнă, - тесе çирĕплетнĕ ведомствăра.
Пулăсем пысăк йышпа вилни çинчен вырăнта пурăнакансем пĕлтернĕ. Вĕсем асăннă пулăма видео çине ÿкернĕ те социаллă сетьсене вырнаçтарнă. Унта хырăмĕсемпе çÿлелле выртакан çыран хĕрне пухăннă пулăсене сăнланă.
Башкортостан#Уралсасси#нацпроект#экология