ПР Правительствин премьер-министрĕ Андрей Назаров сăмахĕсем тăрăх, çĕнĕ форум çĕршыври хурт-хăмăрçăсен сÿтсе явмалли тĕп лаптăкĕ пулĕ. Мероприятие хатĕрленнĕ май Пушкăртстанра пыл тата хурт-хăмăр продукцин пахалăхне тĕрĕслемелли ятарлă лаборатори уçĕç.
- Пушкăрт патшалăх аграри университечĕн никĕсĕ çинче Хурт-хăмăр ĕрчетнине аталантармалли тата инноваци технологисен пĕтĕм Раççейри центрне йĕркелеççĕ. Çак майпа асăннă отрасле аталантарас тесе ытти регионсене те явăçтарма пултаратпăр. Сăмахран, Алтайпа Инçетри Хĕвелтухăç регионĕсене. Хамăр енчен регионти хурт-хăмăрçăсен ĕçне аталантарма пур условисемпе тивĕçтерĕпĕр, - тенĕ Андрей Назаров.
Форума Хурт-хăмăрçăсен федераллă наука центрĕпе пĕрле йĕркелеççĕ. «АпиМир» мероприятинче тĕп вырăн ăсчахсемпе тĕпчевçĕсен конгресĕ йышăнĕ.
- Кунта хальхи вăхăтри условисенче пыл хурчĕсене епле сыхласа хăварассипе, тĕнчери экосистемăра шăркалантаракансен (опылители) йышне ÿстерессипе, тĕнче рынокĕнче суя пылăн хисепне чакарассипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явĕç, пĕр-пĕрин опычĕпе паллаштарĕç. Ахальтен мар асăннă мероприятие ирттерме Пушкăртстан Республикине суйланă, - тесе палăртать наука центрĕн директорĕ Анна Брандорф.
«Апимондия» пĕтĕм тĕнчери хурт-хăмăрçăсен конгресне ирттерме Пушкăртстан Республикине 2017 çулта суйланă. Асăннă конгресс икĕ çулта пĕр хут иртет, вăл Ĕпхÿ хулинче 2021 çулта иртмелле пулнă. Кăшăлвирус пандемине пула 2022 çулхи сентябрь уйăхне куçарнă. Анчах та «Апимондия» Пĕтĕм тĕнчери хурт-хăмăрçăсен канаш федерацийĕ Украинăри лару-тăрăва пула форума ирттерессине пăрахăçланă. Мероприятие 2023 çулта ирттерме палăртаççĕ. Палăртнă тăрăх, вăл Чили çĕршывĕнче иртмелле.