+11 °С
Облачно


Суд информацийĕ тăрăх, 2021 çулхи ноябрь уйăхĕнче ÿсĕр арçын «М7» кафе территоринче «Шевроле Лачетти» автомобиль ăшĕнче малтан пурăннă хĕрарăмпа ларнă. Вĕсен хушшинче харкашу пуçланнă. Арçын хĕрарăма темиçе хутчен чăмăрпа пуçĕнчен тата питĕнчен çапнă. Унтан сылтăм аллипе кремни зажигалкине чăмăртаса хĕрарăмăн сылтăм куçĕнчен çапнă, аллисенчен хĕненĕ.
Суд ларăвĕнче арçын хăйĕн айăпне пĕтĕмпе йышăннă, хăй ĕçĕшĕн ÿкĕннĕ. Пурне те шута илнĕ хыççăн фемида арçынна 1 çул та 1 уйăх ирĕксĕр хăварасси вырăнне 1 çул та 6 уйăх условлă айăплав çирĕплетнĕ.
Инга АЛЕКСЕЕВА.