Пур хыпар та
Новости
26 Апрелӗн 2022, 12:18

Ентешĕн çитĕнĕвĕпе мăнаçланатпăр

Эх, тем тесен те ырă хыпар кăмăла çĕклет, кулленхи пурнăçа илемлетсе пуянлатать. Эпĕ кунта хам пирки мар, пирĕн пултаруллă ентешпе çыхăннă савăнăçлă пулăм çинчен вулакана пĕлтерме васкатăп.

Ентешĕн çитĕнĕвĕпе мăнаçланатпăр
Ентешĕн çитĕнĕвĕпе мăнаçланатпăр

Сăмах Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ артистки, Пишпÿлек районĕнчи Пăслăк ялĕнче çуралса ÿснĕ, çак кунсенче çавра çулне паллă тăвакан Елена Хорькова сцена ăсти пирки пырать.
Ăна кăçалхи апрель уйăхĕн 20-мĕшĕнчи Чăваш Енĕн Пуçлăхĕн Олег Николаевăн указĕпе килĕшÿллĕн театр ÿнерне аталантарнăшăн, професси ăсталăхне çÿллĕ шайра кăтартнăшăн тата пултарулăх ĕçĕнче нумай çул ĕçленĕшĕн «Чăваш Республикин халăх артисчĕ» ята парса чысланă. Маттур, Елена Владимировна. Эпир сирĕнпе мăнаçланатпăр, юнашар пулмасан та савăнса тăвăллăн алă çупнă май кăмăлсене ирĕке яратпăр. Çавăн пекех сире çак сумлă ята пама йышăну тунă патшалăх комисси пайташĕсене те тав тăватпăр. Малашне сирĕн тăван халăх культуришĕн тата та пысăк çитĕнÿсем тумалла пултăр, ăнăçу сунатпăр.
Ентешĕсен ятĕнчен
Сергей МИХАЙЛОВ, Пишпÿлек районĕнчи чăвашсен Канашĕн ертÿçин çумĕ.

Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас