Пур хыпар та
Новости
26 Апрелӗн 2022, 15:35

Раççейри хĕрлĕ эрех призводителĕсем Ĕпхÿре «посольство» уçĕç

«Башспирт», «Тантана»  тата «Северные амуры»  магазинсен никĕсĕ çинче Ĕпхÿре Раççей хĕрлĕ эрехĕн посольствине уçĕç. Проект пуçараканĕсем Вырăс хĕрлĕ эрех çурчĕ «Абрау-Дюрсо», «Усадьба Дивноморское», Château Côtes de Saint Daniel, «Яйла» тата «Поместье Голубицкое» компанисем шутланаççĕ.

Раççейри хĕрлĕ эрех призводителĕсем Ĕпхÿре «посольство» уçĕç
Раççейри хĕрлĕ эрех призводителĕсем Ĕпхÿре «посольство» уçĕç

«Башспирт» асăннă производительсен хĕрлĕ эрех суту-илÿ калăпăшĕ çулталăкне 1 пин декалитр (1 декалитр 10 литрпа танлашать) пуласса палăртаççĕ. Посольствăра тÿлевсĕр дегустацисем иртĕç. Проект ертÿçисем çак пуçару алкоголь рынокĕнче импорта улăштарасса шанаççĕ.

Паянхи кун Пушкăртстанра Раççейри хĕрлĕ эрехĕн 30% сутаççĕ. Çĕршывĕпе çак кăтарту 50 процентпа танлашать. Санкци условийĕсенче производительсем регионти кăтартусене федераллă шая çитерме палăртаççĕ.

Федераллă тата регионти алкоголь рынокĕсене тĕпчекен центр директорĕ Вадим Дробиз сăмахĕсем тăрăх, хальхи лару-тăрура чикĕ леш енчен илсе килекен алкоголĕн хакĕ 1,5 хут ÿснĕ. Раççейри те хăш-пĕр хутăшĕсене ют çĕршывсенчен туяннипе алкоголь 10 процента хаклăланнă. Апла пулсан та  эксперт хаксен улшăнни потребительсен суйлавне тата  тавар кирлĕлĕхне пысăк витĕм кÿме пултараймасть тесе шутлать.

Маларах экспертсем 2022 çулта Раççейри хĕрлĕ эрех хакĕ 15-20% ÿсме пултарнине палăртнă. Çав вăхăтрах хаксем тăрук ÿсмĕç, производительсем тавар хакне вăл халăха кирлĕлĕхне шута илсе шайлаштарĕç. Март уйăхĕнче «Башспирт» компани хăйсен виски кăларма пуçласси çинчен хыпарланă. Çак шухăша компани хĕвел анăç санкцийĕсене пула йышăннă.

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас