

Паллӑ передачӑн ĕçченĕсем Yоutube каналта ашкатарсем илемлӗ ҫар юррине юрлакан хӗрарӑмсене курнă та вӗсене хӑйсен студине чӗнме шутланă. Иртнӗ эрнере телевидени ĕçченĕсем Районти культура çурчӗпе ҫыхӑннă. Анчах культура ĕçченĕсем вĕсене тÿрех ĕненмен, суяççĕ тесе шутланă. Хăйпултарулăх хастарĕсем поезд ҫине билетсем туяннӑ, хăна çурчĕ тупса хунă та çула тухнă.
Поезд çинче те вĕсем вăхăта ахаль ирттермен, хуткупăспа юрăсем юрланă. Часах вĕсем Андрей Малаховпа тӗл пулӗҫ те Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине халалланӑ авалхи ҫар юррисене юрлӗҫ. Тен, халӑха чӑвашла номер те парнелӗҫ, мӗншӗн тесен йĕркелÿçĕсем чӑваш халӑх тумĕсене те илсе килме ыйтнă. Передача сенкер экран çине Ҫӗнтерӳ кунĕ умӗн тухĕ.
«Ашкадарские зори» хаçат сайтĕнчен.