Пур хыпар та
Новости
29 Апрелӗн 2022, 12:24

Еркĕнне пула ачине вĕлернĕ

Йĕрке хуралçисем 21 çул каялла пулса иртнĕ преступленилле ĕçе уçăмлатнă. Пушкăртстанра 11 çулхи ачана вĕлернĕ тесе амăшĕпе тăван мар ашшĕне тытса чарнă. Хĕрарăм каланă тăрăх, ача унăн çĕнĕ упăшкине пурăнма кансĕрленĕ. Çавăнпа та вăл унран хăтăлма шутланă.

Еркĕнне пула ачине вĕлернĕ
Еркĕнне пула ачине вĕлернĕ

. РФ  ШĔМĕн  Пушкăртстанри уйрăмĕ пĕлтернĕ тăрăх, çак хăрушă истори 2000  çулсен пуçламăшĕнче Сибай хулинче пулса иртнĕ. Çулĕ çитмен мăнукĕ çухални пирки аслашшĕ пăшăрханма пуçланă. 2011 çулта вăл Сибай хулинчи шалти ĕçсен пайне çитсе  ача хăйсем патĕнчен амăшĕ патне кайни, анчах килне çитейменни пирки пĕлтернĕ. Ун чухне уголовлă ĕç хускатнă пулнă, анчах ÿтне тупайман.

Вун ултă çул иртсен Баймак районĕнчи Хасаново тата Культубан  ялĕсем хушшинчи вăрманта паллă мар çыннăн пуç шăммине тупнă. Çын юлашкине экспертизăна ăсатнă.  ПР Шалти ĕçсен министерствин Экспертпа криминал центрĕнче темиçе хутчен те ДНК экспертизи ирттернĕ. Хушма экспертиза тума пуç шăммине Хусан хулине ăсатнă. Экспертиза хыççăн генетика профильне тупса палăртнă, вăл 2001 çулта çухалнă 11 çулхи ачан ашшĕ-амăшĕн ДНК паллисемпе тÿр килнине çирĕплетнĕ. Уголовлă ĕçе çĕнĕрен хускатнă. Часах йĕрке хуралçисен çухалнă шкул ачин тăван мар ашшĕне (вăл маларах та судпа айăпланнă пулнă) тата ĕç-пуçа уçăмлатма ачан амăшне те тытса чарма тивнĕ. 52 çулхи хĕрарăм хăй айăпне йышăннă, 2001 çулхи июль уйăхĕнчи хăрушă кун çинчен тĕпĕ-йĕрĕпе каласа панă.

Тытса чарнă хĕрарăм пĕлтернĕ тăрăх, преступленилле ĕç тума ăна еркĕнĕ хистенĕ. Вăл пĕрмаях ют ача хăйне пурăнма чăрмантарнине çирĕплетнĕ. Малтанхи кăтартусем тăрăх, çак кун арçын ача аслашшĕ патĕнчен кăнтăрлахи апат тĕлне таврăннă. Хĕрарăм ачине вăрман тăрăх уçăлса çÿреме сĕннĕ. Посадка тĕлне çитсен упăшки малтанах панă халат пиçиххипе усă курса хăй ачине пăвса вĕлернĕ. Килне таврăнсан ачине вĕлерни, ÿтне унтах хăварни пирки упăшкине пĕлтернĕ. Лешĕ: «Кĕреçе ил те ÿтне çĕр айне чавса чик», - тенĕ пулать. Хĕрарăм çапла тунă та. Велосипедпа пушмакĕсене преступлени  тунă вырантан инçех мар вăркăтнă, халатне  каçпа мунчара çунтарса янă.

Раççей следстви комитетĕнче асăннă мăшăр тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе  уçăмлатаççĕ.  Следователь çине тăнипе айăпланакансене иккĕшне те ирĕксĕр хăварнă.

Ывăлне вĕлернĕ хыççăн хĕрарăм часах йывăр çын пулса, ку хутĕнче еркĕнĕнчен, ача çуратни паллă.

Автор: Надежда Родионова 
Читайте нас