Новости
29 Апреля 2022, 12:49

Пушкӑртстанра ҫырла сачĕсем лартма шутлаҫҫӗ

Кун пирки республика пуҫлӑхӗн администрацийӗн пресс-служби пӗлтернĕ. Асăннă ыйтӑва республика правительствин "Инвестици сехетĕнче» пӑхса тухнӑ.

Пушкӑртстанра ҫырла сачĕсем лартма шутлаҫҫӗПушкӑртстанра ҫырла сачĕсем лартма шутлаҫҫӗ
Пушкӑртстанра ҫырла сачĕсем лартма шутлаҫҫӗ

Пĕтĕмĕшле 460 гектар лаптăклă улма-çырла сачĕсене   Кушнаренкăпа Бирск районӗсенче лартма  палăртаççĕ. Унта хура бузина, чие ҫырли, эхинацея тата хура пилеш çитĕнтерĕç. Вĕсене Пушкӑртстанри улма-çырла  тирпейлекен пысӑк предприятисене ярĕç.

2022 ҫулта специалистсем ҫӗр хатӗрлессипе ĕçлĕç.  Пирвайхи йывӑҫсене 2023 ҫулта лартĕç. Ҫак проекта пурнӑҫлама 271 млн тенкӗ яма палӑртаҫҫӗ. Сезон вăхăтĕнче садсенче ҫӗре яхӑн çын вăй хурĕ. Садсен территорийӗнче агротуризма аталантарма глэмпинг (Раççейри экотуризмăн çĕнĕ тĕсĕ)  хывма палӑртнӑ тесе пӗлтернӗ. Проект налук ҫӑмӑллӑхĕсем паракан, вырăнлă текен статус илнĕ. Маларах Пушкӑртстанра  пахча ҫимӗҫ ҫитӗнтермелли теплицӑсем тӑвасси пирки те сăмах пулнă.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас