Урал сасси
+6 °С
Ясно
Новости
4 Мая 2022, 08:45

Нефть юхса тухнă вырăна рекультиваци тăвĕç

Май уйăхĕн 4-мĕшĕнче Авăркас районĕнчи Кшанны ялĕнче инкеклĕ ĕç пулса иртнĕ. Республикăри прокуратура информацийĕпе килĕшÿллĕн нефть пăрăхĕ шăтнă, хура шĕвек 500 тăваткал метр лаптăк çине юхса тухнă.  

Добавить в предпочтительные источники Google
Нефть юхса тухнă вырăна рекультиваци тăвĕçНефть юхса тухнă вырăна рекультиваци тăвĕç
Нефть юхса тухнă вырăна рекультиваци тăвĕç

 - Пулса иртнин лару-тăрăвне тата сăлтавне уçăмлатма район прокурорĕ Александр Фадеев килсе çитнĕ, - тенĕ надзор ведомствинче.

Унсăр пуçне инкек сиксе тухнă вырăнта Раççейĕн Инкеклĕ ĕçсен министерствин 35 ĕçченĕ тата 15 техники ĕçлеççĕ.

Республикăри Инкеклĕ ĕçсен министерстви «Башнефть-Добыча» ООО специалисчĕсемпе пĕрле нефть тытăмлă шĕвек таврана сарăлассине чарнă.

 - Сиенленнĕ лаптăка хупнă, çĕрĕн çиелти сийне пухассипе çыхăннă ĕçсем пыраççĕ. Нефть тытăмлă шĕвек юхан шывсене лекес хăрушлăх çук. Пăтăрмахлă лару-тăру ялта пурăнакансен пурнăç условийĕсене витĕм кÿмĕ. Вырăнта экологи мониторингĕ ирттереççĕ. Территорие тасатса пĕтернĕ хыççăн асăннă лаптăк çинче рекультиваци ĕçĕсем ирттерĕç, - тенĕ ведомствăра.

           

Автор:Ирида Матниязова