Асăннă документа май уйăхĕн 3-мĕшĕнче право информацийĕн интернет-порталĕнче пичетлесе кăларнă.
Указпа килĕшÿллĕн Раççейĕн хирĕçле санкцисен списокне лекнĕ уйрăм çынсемпе тата юридици сăпачĕсемпе килĕшÿсем тума, вĕсен умĕнчи тивĕçсене пурнăçлама чарĕç. Унсăр пуçне çĕршывран чĕр тавар е продукци илсе тухма юрамасть.
Çав вăхăтрах Владимир Путин правительствăна 10 кун хушшинче санкци списокне лекнисене хатĕрлеме хушу панă.
Апрель уйăхĕн 4-мĕшĕнче çĕршыв пуçлăхĕ хăш-пĕр ют çĕршывсен сăтăрла ĕçĕсене шута илсе вĕсене хирĕçле йышăннă мерăсем пирки калакан указа алă пуснă. Унпа килĕшÿллĕн Раççей Евросоюза, Норвегие, Исландие, Лихтенштейна тата Швейцарие çăмăл майпа виза памалли çинчен калакан килĕшÿри хăш-пĕр пунктсене пăрахăçлĕç.