Пур хыпар та
Новости
4 Майӑн 2022, 12:05

Ырă чунлă çынсем тихана шурлăхран кăларнă

Пушкăртстан çыннисем тин çеç çуралнă тихана пулăшу панă. Социаллă сетьсенче пĕлтернĕ тăрăх, икĕ çамрăк çын Сибай хули çывăхĕнчи шурлăхран тихана туртса кăларнă.

Ырă чунлă çынсем тихана шурлăхран кăларнă
Ырă чунлă çынсем тихана шурлăхран кăларнă

«Машинăна чартăмăр, çамрăк çын пĕр-пĕччен шурлăхран тин çеç çуралнă тихана туртса кăларма хăтланнине куртăмăр. Пирĕн хыççăн тата икĕ машина килсе чарăнчĕç. Эпир пурте пĕрле тăрăшнипе, малалла мĕн тумаллине калаçса татăлнă хыççăн, пĕчĕкскере çывăхри яла илсе çитерме шут тытрăмăр. Тĕнчере ырă кăмăллă çынсем пурри уйрăмах савăнтарать», - тенĕ пулса иртнине хăйĕн куçĕпе курнă çын.

Çапла майпа аран сывлакан тата хытă шăннă тихана кÿршĕ ял çыннисем хăйсен машини ăшне хунă.

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас