Пур хыпар та
Новости
6 Майӑн 2022, 12:45

Маска режимне пăснипе çыхăннă штрафсене пăрахăçлĕç

Пушкăртстанри Патшалăх Пухăвĕн депутачĕсем пĕрремĕш вулавра закон проектне йышăннă. Унпа килĕшÿллĕн ПР Кодексĕнчи 13.19-мĕш статья (административлă право йĕркине пăсни) хăй вăйне çухатĕ. Унччен маларах статьяра çырнине шута илсе маска режимне тата соициаллă дистанцие пăснăшăн штраф тÿлеттернĕ.

Маска режимне пăснипе çыхăннă штрафсене пăрахăçлĕç
Маска режимне пăснипе çыхăннă штрафсене пăрахăçлĕç

 - Çак нормăна пандеми пуçлансанах кăшăлвируса сарăлма чарас тесе йышăннăччĕ. Ун чухне çĕнĕ кăшăлвирус пирки информаци сахалчĕ, вакцина пачах та çукчĕ. Ыйту çивĕч тăнине пурте ăнланса илчĕç. Штрафсем çынсене хăйсем тата çывăх çыннисем тĕлĕшпе яваплă пулма хăнăхтарчĕç. Вăхăт иртнĕçемĕн закон кирлĕлĕхĕ чакрĕ. Çынсене тата бизнеса ытлашши пусахлас мар тесе статьяна пăрахăçлама йышăнтăмăр, - тенĕ ПР Патшалăх Пухăвĕн председателĕ Константин Толкачев.

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас