Цистернăсемпе вагонсем пушă пулнă. Тĕрĕсленĕ информаци тăрăх, инкек Раççей чугун çулĕ çинчи «Абдулино-Дема» маршрутăн 1546-мĕш çухрăмĕнче пулса иртнĕ. Юлашки çичĕ пушă цистернăпа пĕр вагон, 41-мĕшĕнчен пуçласа 48-мĕш таран, чугун çул рельсисем çинчен тухса кайнă. Пурĕ 48 цистерна (вагон) турттарнă пулнă. Электричествăпа тивĕçтерекен пралуксем татăлман, 100 метра яхăн чугун çул çеç сиенленнĕ.
Инкек пулса иртнĕ вырăна Пушкăртстанри Дема, Оренбург облаçĕнчи Абдулино станцийĕсенчен юсав ĕçĕсем ирттерекен поездсем, РФ Инкеклĕ ĕçсен министерствин вăйĕсемпе хатĕрĕсем тата чугун çул службисем килсе çитнĕ. Аманнисемпе вилнисем çук. Пулса иртнине уçăмлатаççĕ.