Пур хыпар та
Новости
11 Майӑн 2022, 11:35

Раççейре ытларах Китай тата Корея туса кăларнă машинăсене туянаççĕ

Кăçалхи çулăн март-апрель уйăхĕсенче, 2022 çулхи январь-февраль уйăхĕсемпе танлаштарсан, Китай бренчĕсен чупнă машинисене туянасси 1,7% ÿснĕ, Кăнтăр Корея машинисене – 0,5%.

Раççейре ытларах Китай тата Корея туса кăларнă машинăсене туянаççĕ
Раççейре ытларах Китай тата Корея туса кăларнă машинăсене туянаççĕ

Китай туса кăларнă машинăсемпе ытларах Барнаул, Тюмень тата Липецк çыннисем интересленнĕ, Кăнтăр Корея бренчĕсемпе – Челябинск, Вологда тата Курск. Китай автомобилĕсен хушшинче ытларах туянаканнисем Cherry Tiggo (T11), Lifan Solano, Chery Amulet (A15), Geely Emgrand EC7 тата LIFAN X60 шутланаççĕ. Кăнтăр Корея бренчĕсен хушшинчи чи пилĕк паллă автомобиль - Hyundai Solaris, Daewoo Nexia, Daewoo Matiz, Hyundai Accent тата Hyundai Sonata.

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас