

- Асăннă практикăн социаллă пĕлтерĕшĕ пысăк пулнисĕр пуçне вăл туризм индустрийĕнчи пĕчĕк тата вăтам предпринимательсене пулăшу пама май парать. Унсăр пуçне республикăри туризма аталанма лайăх условисем тума тата регионти инвестици климатне лайăхлатма пулăшать, - тенĕ ПР финанс министрĕ Лира Игтисамова.
Туризм енĕпе ĕçлекен патшалăх комитетĕнче пĕлтернĕ тăрăх, турсене 5-9 классенче вĕренекен 11,1 пин шкул ачине яма палăртаççĕ. Раççейтуризм ыйтнипе килĕшÿллĕн пĕр тур хакĕ 7 пин тенкĕрен ытла пулмалла мар.
Федераллă укçа çумне регион влаçĕсем республика хыснинчен тата 22 млн тенкĕ хушнă.
2020-2021 çулсенче туризма аталантарма çулсерен 300 млн тенкĕ уйăрнă пулнă. 2022 çулта республика бюджетĕнчен çак тĕллевсене пурнăçа кĕртме 780 млн тенкĕ тăкаклама палăртаççĕ, çав шутра 370 млн тенки туризм кластерĕсене аталантарма.