

Мониторинг кăтартăвĕсем тăрăх, апрель уйăхĕн 29-мĕшĕ тĕлне йÿнелнĕ апат-çимĕçсен списокĕ пуçĕнче чĕрĕ купăста тăрать – пĕр эрне хушшинче унăн хакĕ 7,7 процент чакнă. Купăстан вăтам хакĕ 78,01 тенкĕпе танлашать.
Çавăн пекех регионта çăмарта хакĕ те 6,7 процент йÿнелнĕ. Паянхи кун пĕр теçетке çăмартана вăтамран 75,67 тенкĕ парса туянма пулать. Виççĕмĕш вырăнта – хĕрлĕ кăшман. Унăн хакĕ 3% чакнă, пĕр килограмĕ 65,52 тенкĕ тăрать.
Унсăр пуçне статистиксем чăх ашĕн, сахăр пессукĕн, услам çăвăн, вир кĕрпин, сĕтĕн, сырăн тата тăварăн хакĕсем йÿнелнине асăрханă.
Çав вăхăтрах хăш-пĕр апат-çимĕçсен хакĕсем малтанхи пекех «çÿлелле кармашаççĕ». Сăмах май канфет хакĕ 7,7 процент хакланнă. Асăннă пылак продуктăн килограмĕ вăтамран 396,55 тенкĕ тăрать.
Маргарин хакĕ 5,5 процент ÿсни паллă. Ăна вăтамран 226,41 тенкĕ парса туянма пулать. Сурăх ашĕн хакĕ те палăрмаллах, 3,8%, хакланнă. Паянхи кун унăн пĕр килограмĕ - 539,94 тенкĕ.
Çавăн пекех хакланнă апат-çимĕçсен списокне банан, çĕр улми, кишĕр, чĕрĕ хăярпа помидор, сухан, пан улми, сосискă, рис, тăпăрчă, хăйма, печени, çăкăр, хĕвел çаврăнăш çăвĕ, вермишель, шăнтнă пулă лекнĕ. Апрель уйăхĕн 22-29 -мĕшĕсенче вĕсен хакĕсем 0,1-3,7 процент ÿснĕ.