0 °С
Облачно


Регионти Юстици ĕçĕсемпе ĕçлекен патшалăх комитечĕ пĕлтернĕ тăрăх, асăннă çемьере çиччĕмĕш класра вĕренекен Артем, Анжелика (2 кл.) тата икĕ çулхи Алиса çитĕнеççĕ.
- Йĕкĕрешсем çуралма пултарни маларах та паллă пулнă. Мĕншĕн тесен икĕ çемьере те йĕкĕрешсем пур. Ачасен амăшĕ - йĕкĕрешсенчен пĕри, ашшĕн йĕкĕреш тетĕшĕсем пур, - тенĕ ведомствăра.
Çемье пуçĕ Азат Магнитогорскри металлурги комбинатĕнче ĕçлет, Мария мăшăрĕ шкул столовăйĕнче вăй хурать. Нумай ачаллă çемье хăтлă çуртра пурăнать, пысăк хуçалăх тытать, сад-пахча ÿстерет.