Новости
13 Мая 2022, 12:46

Татьяна Вальщиковапа Галина Митюкова чăваш чĕхипе литература вĕрентекенĕсем лауреат ятне тивĕçнĕ

2022 çулхи март уйăхĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа апрель уйăхĕн 21-мĕшĕччен  пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан  шкулсенчи чăваш чĕлхипе литература учителĕсем хушшинче «Чăваш чĕлхипе литературин чи лайăх видеоурокĕ» регионсем хушшинчи конкурс иртнĕ.

Татьяна Вальщиковапа Галина Митюкова  чăваш чĕхипе литература вĕрентекенĕсем лауреат ятне тивĕçнĕТатьяна Вальщиковапа Галина Митюкова  чăваш чĕхипе литература вĕрентекенĕсем лауреат ятне тивĕçнĕ
Татьяна Вальщиковапа Галина Митюкова чăваш чĕхипе литература вĕрентекенĕсем лауреат ятне тивĕçнĕ

Ăна педагогика  анинчи тата чăваш  чĕлхине вĕрентес ĕçри чи лайăх тĕслĕхсене тупса палăртас тĕллевпе ПР хушма професси пĕлĕвĕ паракан Вĕрентÿ институчĕн пушкăрт чĕлхипе литературин тата ытти тăван чĕлхесен кафедрин, Пушкăртстан Республикинчи Пушкăрт, вырăс, тутар, чăваш тата ытти тăван чĕлхепе литература учителĕсен ассоциацийĕн, Чăваш Республикин  вĕренÿ  институчĕн чăваш чĕлхипе литература кафедрин пуçарăвĕпе йĕркеленĕ.  Конкурса Чăваш, Пушкăртстанпа Тутарстан республикисенчи вĕрентÿ организацийĕсенчи 30 ытла  вĕрентекен хутшăннă.

Сумлă жюри членĕсем чăваш чĕлхипе литературин чи лайăх видеоурокĕ  тесе Чăваш Республикинчи Муркаш районне кĕрекен Аслă Сĕнтĕр шкулĕнчи Надежда Владимировна Варюхинан ( Г.Н. Волковăн «Салма яшки» калавĕ тăрăх ) 5-мĕш класра ирттернĕ урока палăртнă. Иккĕмĕш вырăна Шупашкар хулинчи  40 №  шкулти Александр Марсович Степанов тивĕçнĕ. Виççĕмĕш вырăна Ирина Николаевна Орловапа (Шупашкар, 24№ шкул)  Римма Альбертовна Гаврилова (Шупашкар, 40№ шкул) чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсем тухнă.

Пушкăртстан Республикинчи Федоровка районĕнчи Ашкатар шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Татьяна Николаевна Вальщиковапа Мелеуз хулинчи И.Я. Яковлев ячĕллĕ Ачасемпе çамрăксен пултарулăхне аталантаракан центр педагогĕ Галина Николаевна Митюкова лауреатсем пулса тăнă.

Асăннă конкурсра сумлă ята тивĕçнĕ Татьяна Николаевнăпа Галина Николавнăна ăшшăн саламлатпăр,  çĕнĕ çитĕнÿсем тума çирĕп сывлăх, ăнăçу сунатпăр.

 

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас