«Пирĕн районта тискер вандализм пулăмне шута илнĕ. Паллă мар çынсем Салтак палăкĕ умĕнчи кăшăлсене чĕртсе çунтарнă. Вĕсене Белокатай çыннисем Çĕнтерÿ кунне хунă пулнă. Халĕ тĕрĕслев ĕçĕсем пыраççĕ. Киревсĕр ĕç тунисене шыраса тупĕç, явап тыттарĕç!», - тесе çырнă вăл.
- Паян 14.30 сехетре Раççейĕн Шалти ĕçсен министерствин Белокатай районĕнчи уйрăмĕн дежурнăй пайне Çĕнĕ Белокатай ялĕнчи Советская урамри палăк çывăхĕнче вут-çулăм тухни пирки хыпар килсе çитрĕ. Хальхи вăхăтра вырăнта следствипе оперативлă ушкăн ĕçлет. Пулса иртнин лару-тăрăвне уçăмлатаççĕ, унăн кăтартăвĕсем тăрăх йышăну тăвĕç, - тенĕ ведомствăра.
Енчен те кам та пулин пĕр-пĕр информаци пĕлет пулсан, район администрацине 8 (34750) 2-10-02 номерпе шăнкăравласа пĕлтермелле.
Çакна та палăртса хăвармалла: скверта, палăка шăпах унта вырнаçтарнă, сăнав камерисем çук.