

Çăмăллăхлă кĕске вăхăта кредит памалли программа шайĕнче Раççейри Ял хуçалăх министерстви, пирĕн республикăна илес пулсан, 9,5 млрд тенкĕлĕх 298 заявка ырланă, заемщиксене 2,6 млрд тенкĕ панă.
Раççей экономикинче йĕркеленекен организацисене пулăшу памалли программăпа килĕшÿллĕн Пушкăртстанри виçĕ предприяти укçа-тенкĕ çаврăнăшне пуянлатма 6 млрд тенкĕлĕх кредит илме тивĕçнĕ. Çав шутра Чишмари çу завочĕ – 1,5 млрд тенкĕ, Маячный поселокĕнчи çу завочĕ – 3,5 млрд тата «Башкир-агроинвест» ООО – 1 млрд тенкĕ.
Çавăн пекех Ильшат Фазрахманов май уйăхĕн 27-мĕшĕнче Кармаскалă районĕнче Сенаж кунĕ иртесси пирки пĕлтернĕ. Çакă выльăх апачĕ хатĕрлемелли кампани çула тухассине пĕлтерет.