Урал сасси
+12 °С
Облачно
Новости
17 Мая 2022, 11:35

Суук-Чишмара çĕнĕ сиплев çурчĕ пулĕ

Сывлăх сыхлавĕн малтанхи звенине çĕнетессипе çыхăннă программа шайĕнче Пушкăртстанра хăвăрт хăпартакан фельдшерпа акушер пункчĕсене тума пуçланă.

Суук-Чишмара çĕнĕ сиплев çурчĕ пулĕСуук-Чишмара çĕнĕ сиплев çурчĕ пулĕ
Суук-Чишмара çĕнĕ сиплев çурчĕ пулĕ

Асăннă программа Раççей регионĕсенче 2021 çулхи январь уйăхĕн 1-мĕшĕнче çула тухнă. Ял çыннисене пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерес тĕллевпе Пушкăртстанра кăçал 44 фельдшерпа акушер пункчĕ хута яма палăртаççĕ.

 - Паянхи кун тĕлне çĕнĕ объектсен модульлĕ конструкцийĕсене Краснокамск районĕнчи Карякино ялĕнче, Кармаскалă тăрăхĕнчи Суук-Чишма, Кулушево тата Утяганово ялĕсенче хăпартма тытăннă, - тенĕ Пушкăртстанри Сывлăх сыхлав министерствин пресс-службинче.

#Башкортостан#Уралсасси#нацпроекты#Здравоохранение

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас