Урал сасси
+18 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Новости
18 Майӑн 2022, 09:50

Хĕрарăм хăйĕн машининчен инкек курнă

Месягутово ялĕнче 53 çулхи хĕрарăм хăйĕн Kia Rio машининчен инкек курнă. Пушкăртстанри çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн инспекцийĕ пĕлтернĕ тăрăх, пăтăрмах Больничная урамра кăнтăрла пулса иртнĕ.

Хĕрарăм хăйĕн машининчен инкек курнă
Хĕрарăм хăйĕн машининчен инкек курнă

Хĕрарăм алă тормозне лартма манса автомобильтен тухнă. Машина вырăнтан хускалсан инкек куракан ăна чарма хăтланнă. Анчах вăл машинăпа юпа хушшине хĕсĕнсе ларнă.  

Халĕ суранланнă хĕрарăм больницăра сипленет.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: